Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче «Ҫӗршыва савса юрлатӑп» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пуҫланчӗ. Фествале уйрӑм ҫын та, ушкӑн та хутшӑнайрать, юрри-ташши те тӗрлӗрен пулма пултарайрать.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче фестиваль хӗлхемӗ Тӑванкаса та ҫитрӗ. Вырӑнти клуба пуҫтарӑннӑ халӑх умӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Тӑван Ен» ансамбль паллаштарчӗ. Юрри те ташши те кӑмӑла кайрӗ ҫынсене — чылайӑшӗпе киленнӗ хыҫҫӑн халӑх ыттисенчен ытларах килӗшнӗ юрра-ташша суйларӗ.
Пӗччен юрлакансен хушшинче Алевтина Ванеевӑпа Алина Тихонова палӑрчӗҫ, ҫапла май фестивалӗн тӗп кунӗнче вӗсен юррине сцена ҫинчен итлеме май пулӗ. Тӑванкассисен илем ертӳҫи Михаил Яковлевич Тихонов палӑртнӑ тарӑх суйласа илнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫитес Акатуйра та савӑнтарӗҫ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗ — мӗнпур Татьянсен кунӗ. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнчи 5-мӗш класс ачисем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫакӑн ятлӑ ҫынсен шутне пӗлес тесе «Татьянсем, ӑҫта эсир!» акци ирттерчӗҫ.
Пӗр эрне хушшинче ачасем ялти кашни киле кӗрсе тухнӑ, тӗпченӗ. Паллах ӗнтӗ, акци Татьянасене шыранипе кӑна пуҫланман та вӗҫленмен те. Ялти ватӑсене тепӗр хут ҫитсе асӑрханӑ, калаҫнӑ, унпа-кунпа пулӑшнӑ. Татьянисем вара виҫӗ ялта 21 пурӑнать иккен. Шкултах саккӑрӑшӗ вӗренет е ӗҫлет, ыттисем вара аллӑ ҫултан иртнисем.
Ку ҫула историе халаланӑ ятпа Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Аслӑ Улхаш ялӗнче ятарласа кино каҫӗсем йӗркеленӗ теҫҫӗ. Пӗрремӗш ларура ушкӑна кӗрекенсем Александр Фордӑн «Крестоносцы» киноне пӑхнӑ. Фильмри сценӑсем куракансене 14-15-мӗш ӗмӗрсенче пулса иртнӗ пулӑмсене кӑтартса параҫҫӗ. Клуба ял халахӗ йышлӑ пухӑннӑ теҫҫӗ. Пӗр ял ҫынни пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑн йышши кинокаҫсем кашни эрнерех пулма кирлӗ тет. Ман шутпа питӗ лайӑх та кирлӗ пуҫару йӗркеленнӗ Аслӑ Улхаш ялӗнче.
Ҫӗн Ҫул пуҫланнӑ пуҫланман, ачасем ҫул синче асархануллӑ пулчӗр тесе, тата ҫулҫӳрев саккунӗсене ҫирӗпрех астуччӑр тесе Ҫӗмерле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь, Хутар, Юманай ялӗсен шкулӗсенче Ҫӗмӗрле хулипе районӗн йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тӗлпулусем иртерчӗҫ. Калаҫусем 8-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе пулса иртрӗ. Ҫулҫӳрев саккунӗсемсӗр пуҫне Пуҫилле тата Граждан Кодекссен хӑш-пӗр пайӗсене пӑхса тухрӗҫ, асӑрхатарчӗҫ, ӑнлантарчӗҫ. Ачасем хушшинче ҫамрӑка интереслӗ ыйтусем паракансем те пулчӗҫ.
Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӑмахсемпе пурте килӗшрӗҫ: халӑх хушшинче пурӑнса ҫынсем пек пурӑнма тӑрӑшмалла, йӗркене пӑхӑнмалла, тӗрӗс ҫулпа утмалла.
Ҫамрӑк тухтӑрсем яла ӗҫлеме каясшӑн. Хальлӗхе 60 ытла ҫын «Земски тухтӑр» программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсенче ӗҫлесшӗн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, анчах ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан ҫамрӑк тухтӑрсем те тӑван ене ӗҫлеме таврӑнасса пӗлтернӗ. Яла кайма вӗсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парса пулӑшни хавхалантарать. Шанӑҫа ҫамрӑк ӑстасен 5 ҫул ӗҫлесе тӳрре кӑлармалла. Укҫана ҫурт-йӗр тума е туянма тата ытти ыйтусене татса пама усӑ курма юрать. Раҫҫейре программа 2012-мӗш ҫултан ӗҫлеме пуҫлать. Унта 35 ҫула ҫитмен аслӑ пӗлӳллӗ медицина ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа патшалӑх ҫамрӑксене яла илӗртес тӗллевлӗ. Паянхи кун республикӑри ялсенчи сывлӑх учрежденийӗсене тухтӑрсем 19 процент таран ҫитмеҫҫӗ.
Яндакова Наталья Ҫӗмӗрле хулинчи 6-мӗш шкулта, 8-мӗш классра тӑрӑшать. Ҫӗмӗрлери шкулсенчи чи аван вӗренекенсенчен пӗри вӑл. Хӗрача хӑй пултаруллӑхне кӑтартман вырӑн та тупма йывӑр. Шахмӑтра, каратэ тата туризмра, биологи та экологире, литература тата ӳкересси енӗпе — пур ҫӗртре те хастар хӗр малти вырӑнсенче. Мӗн тӗрлӗ Ҫӗнтеру хучӗсем ҫук пулӗ унӑн. Шупашкартан, Мускавран тата ытти пысӑк хуласенчен, ҫӳллӗ вырӑнсенчен.
Наташа Кремль Чӑрӑшне хутшӑнни пире питӗ савӑнтарать те мӑнаҫлантарать. Нумайрах пултӑрччӗ Яндакова евӗр ачасем Чӑваш Енре!
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарта кикбоксинг кӗрешӳвӗсем иртрӗҫ. Кӗрешӳсенче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ачасем те хутшӑнчӗҫ. Ачасене Турханти спорткомплексри кӗрешӳ тренерӗ Егоров О.В. ертсе пырать. Иртнӗ ҫапӑҫусенче пирӗн каччӑсем хӑйсене питӗ паха кӑтартрӗҫ. Хӑйсен кӗрешӳ ушкӑнӗсенче ҫак ачасем палӑрчӗҫ:
• 1-мӗш вырӑнта Яргунин Федор, Ефремов Дмитрий, Башкиров Иван,
• 2-мӗш вырӑнта Архипов Илья, Ванеев Сергей, Саеров Александр,
• 3-мӗш вырӑнта Афанасьев Родион, тата Захаров Ярослав. Асӑннӑ ачасем тӗрлӗ ялсенче пурӑнаҫҫӗ, вӗсен спорт керменне ҫитме пайтах вӑхӑт тата вӑй кирлӗ. Тренировкӑсем уроксем хыҫҫӑн иртеҫҫӗ, икӗ-виҫӗ ҫухрӑм Турхан ялне ҫити утма тивет. Анчах хастар каччӑсене ку чармасть, чӑрмантармасть. Кашни Чӑваш Ен районӗсенче ҫакӑн евӗр спорт керменӗсем уҫма пуҫлани палах ӗнтӗ ҫамрӑксене кирлӗ япала. Хӑйне хӑй хӳтелеме пултарни, ҫына усал-хуралсенчен ҫӑланма пулӑшма вӗренни, ҫӗршывӑмӑра усӑллӑ арҫын пулса ҫитӗнни хальхи вӑхӑтра «пӗчӗк» япала мар.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче Степанова Перасковья Григорьевна 100 ҫула ҫитсе пырать. Ҫак вӑрам ӗмӗрте хам мӗн курни-илтнине астуса пӗтермелли те ҫук тет кинемей.
Ачаран аслисемпе танах уйра та, сӗтел хушшинче те, хурлӑхра та, ырлӑхра та. Хальхи вӑхӑтри евӗр ачалӑха шкулта, урамра ирӗклӗ те савӑнӑҫлӑ ирттерме май пулман унӑн. Вунулттӑра кача тухса ҫичӗ ача ҫитӗнтерсе тӗрӗс ҫул ҫине кӑларнӑ Праски килем упӑшкипе пӗрле. Тӗнче Вӑрҫи тухсан упӑшки ҫара тухса кайнӑ, аманса таврӑннӑ. Мӗнле чӑтса ирттернӗ-ши ҫак хӗрарӑмсен чӗрисем усал саманан пӑтӑрмахӗсене?
1996 ҫултанпа упӑшки ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн Праски килем хӑй килӗнче мӑнукӗпе пурӑнать. Ывӑлӗсем катара: Мускавра тата Ӗремпурта ӗҫлесе кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Тӑван яла кашни ҫулах пӗрре килсе каяҫҫӗ. Ачисем патне пурӑнма куҫас шухӑш нихӑҫан пуҫра пулман унӑн. «Мӗнле-ха, хам ҫуралнӑ вырӑна, атте-аннене, юратнӑ упӑшкана, пускил-тӑвансене пӑрахса кайӑн?», — те ыйтать, те ҫирӗплетсе калать ҫӗр ҫула пуснӑ пулсан та уҫӑ тӑнлӑ, ҫирӗп ӑслӑ хӗрарӑм. Ҫак Мӑн Кун ҫывхарнӑ май ял-йыш, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн тата Тӑванкас администрацийӗсем Степанова Перасковья Григорьевнана сывлӑх ачисемпе манукӗсемпе малалла та савӑнса пурӑнма сунаҫҫӗ.
Авӑнпа раштав уйӑхӗсенче Чӑвашь енре кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ятарласа «Почемучка–2011» ӑмӑрту пулса иртрӗ. Ҫак ӗҫе Чӑвашьен Вӗренӳ Министерстви тата Ҫӗнӗ Вӗренӳ Технологийӗсен Центрӗ йӗркеленӗ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнче вӗренекенсем те кунта хастар хутшӑннӑ. Иккӗмӗш классри Кузьмина Аннӑна тата унӑн амӑшне, ҫутҫанталӑк урокӗсене вӗрентекен Ирина Геннадьевна Кузьминана, ҫӗнтерӳпе чунтан саламлатпӑр. Ачасем пӗчӗкрен пысӑк ӗҫсене хутшӑнни ҫӗршывӑмӑра та хӑйсене пысӑк усӑ пулассине шанатпӑр.
Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ Тӑванкас ялӗн культурӑпа кану керменӗнче «Тӑванлӑх» ятлӑ пултаруллӑх ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Ушкӑна ертсе пыраканӗ Роза Ивановна Сердина 40 ҫула яхӑн Тӑванкас шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ӗмӗрӗпе халӑх ҫинче пулнӑ ҫынна кил сыхласа ларма питӗ кичем тит вӑл. 2005 ҫулта тата 5 хастар юлташ тупса клуб купӑсҫи Михаил Тихонов тавра чӑмӑртанса фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Кӗске вӑхӑтрах «Тӑванлӑх» районта, таврари ялсенче палӑрнӑ. Хастар кинемейсем Элӗк, Етӗрне тӑрӑхӗсенче икшер-виҫшер хут хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Дюдеева Римма, Васильева Зина, Рафинова Ольга, Миронова Римма, Федорова Вера юррисем: «Чуречене яриех уҫар-и», «Юман авӑнать», «Туслӑх юрри», «Тӑвансемӗр пӗрле савӑнар» вӗсем кӑтартнипе чӑн халӑхла, тӑванла янӑраҫҫӗ. Икӗ хутчен Роза Ивановна ушкӑнӗ Мордовинче пулса килнӗ. Тӑванкассинче ҫуралнӑ Подгорский пупа ҫав тӑрӑхра Граждӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗ. Ӑна астивме кайнӑ та ӗнтӗ тӑванкас ҫыннисем катарари Мордови ялне. Виҫӗмҫул вара, «Тӑванлӑх» ушкӑн Шупашкарти Филармони сцени ҫинче Маргарита Туринге юрӑҫа ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |